Иртнĕ вырсарникун Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă турăмăр. Çав куна халалласа декабрĕн 1-мĕшĕнче Муркашри ача-пăча тĕп библиотекинче инвалидсен обществин районти организацийĕн пленумне ирттерчĕç.
Пленум ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А. Миронов хутшăнчĕ, хÿтлĕхе тивĕçлисене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрни пирки каласа пачĕ, районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, инвалидсен обществин хастар членĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕ.
Инвалидсен обществин районти организацийĕн ертÿçи А. Николаева пленумра общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В. Аникина тата Пенси фончĕн районти пайĕн пуçлăхĕ И. Гришина инвалидсене тивĕçтерекен пулăшу мелĕсем çинче чарăнса тăчĕç, ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ А. Рожкова çутта каялла сирекен смайликсем хатĕрлессипе маçтăр-класс ирттерчĕ, ачасен искусство шкулне çÿрекенсем концерт программипе савăнтарчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре эсир инвалидсен обществин районти организацийĕн членне Людмила Паймашовăна, обществăн Турай ял тăрăхĕнчи пуçламăш организацийĕн председательне Роза Николаевăна тата районти организацин ертÿçин çумне Юрий Щеголькова куратăр. Пĕрлехи ĕçсенче вĕсем яланах активлăхпа палăраççĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.
|